«Туслăхра – вăй»

Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсене тимлĕ пулма, туслăха хаклама, чыса упрама, ĕçре хастар пулма вĕрентес тĕллевсене тĕпе хурса «Туслăхра – вăй» ятлă уçă урок иртрĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ урокăн эпиграфне те учитель «Туслăх ылтăнран та, кĕмĕлрен те хаклă» текен ваттисен сăмахне илнĕ.

Ачасем урокра тĕрлĕ енлĕ ĕçлерĕç.  Сăмахран,учитель вĕренекенсен умне : «Юлташăн мĕнле пулмалла ? Кам юлташ пулма пултарать ? Сирĕн класс туслă-и? Сирĕн туслăх ăçта палăрать ?» текен ыйтусем кăларса тăратрĕ. Урокра пиллĕкмĕшсем активлă пулчĕç.

«Юлташпа туслă пуласси хамăртан çеç килет», - терĕ учительница. Туслăхра хăйне майлă правилăсене пăхăнса пурăнмаллине кашни ача вуласа çирĕплетрĕ.

«Тус, юлташ»сăмахсемпе кластер, синквейн, даймонд çырассине те пăхса тухрĕç.

«Çын туссăр пурăнма пултараймасть, çавăнпа та юлташа упрама, хаклама, хисеплеме, юратма пĕлмелле», - терĕ вĕрентекен урока вĕçленĕ май.