«Çунатлă çамрăклăх» радиожурнал

          Кашни ача çӗр çине телей курма, савăнса пурăнма  çуралать. Çут çанталăк пире пурне те кун-çул, сывлăх парать.Çирӗп сывлăх- чи хаклă пуянлăх, анчах çакна чылай чухне ăнланмастпăр, упрама пӗлместпӗр. Нимӗн ыратман, кансӗрлемен чухне темшӗн çакăн çинчен  эпир  манатпăр, сигарет туртса ашкăнатпăр, эрех-сăра  сыпкалатпăр. Наркотик тутанса пăхакансем те пур. Çак сиен япаласем пирӗн организма хавшатаççӗ, пуç мимине анратса яраççӗ, çынна тӗрлӗ усал ӗç тума хистеççӗ.Çакна шута илсе Нӗркеç вăтам шкулӗнчи волонтерсен ушкăнӗ «Çунатлă çамрăклăх» радиожурнал ирттерчӗ. Радиожурнала Максимова Анастасийăпа Карина Кузнецова ертсе пычӗç. Радиожурнал корреспонденчӗ Никита Голландцев ниçта ӗçлемен çамрăксенчен нумайăшӗ пушă вăхăта  усăллă ирттерме пӗлмесӗр кирлӗ мар йăла-йӗрке чурисем пулса тăни, наркомани çын сывлăхӗшӗн калама çук пысăк хăрушлăх пулнă пирки калаçрӗ. Юлашки вăхăтра наркомани пӗчӗк те лăпкă Чăваш енре те вăй илсех, сарăлсах пынине пӗлтерчӗ.Малалла Никита çав хăрушă чиртен паянхи пурнăçра мӗнлерех сыхланмалли сӗнÿсем çинче чарăнса тăчӗ.

        Радиожурналăн корреспонденчӗсем паянхи çамрăксен пурнăçӗпе интересленсе Нӗркеç вăтам шкулӗн учителӗсемпе те  тӗл пулса калаçрӗç.

       Çамрăк поэтсем вара Виктория Воронова тата Лев Пыркин Порфирий Афанасьевăн, Раиса Сарпин тата Юрий Сементерӗн сăввисене вуларӗç.

      Кăларăм саламлă çырусен страниципе илемленчӗ.  Радиоитлекенсен ыйтăвне тивӗçтерсе эфира юрă тухрӗ. Ку юрăпа пуш уйăхӗнче çуралнă вӗрентекенсемпе вӗренекенсене саламларӗç.

     Юлашкинчен волонтерсем пурнăçра нумай япала çынран хăйӗнчен килнине, çын пурнăçӗ хăйӗн аллинче пулнине çирӗплетсе хăварчӗç.