«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2018» акци

Ака уйахĕн 24-мĕшĕнче Нĕркеç вăтам шкулĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2018» акци иртрĕ. Çак мероприятие Чăваш патшалăх гуманитори ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци телерадиокомпани, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ.

 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» тĕллевĕ – чăваш чĕлхине юратма хавхалантарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум- хисепне ÿстересси. Диктанта çырма хутшăнни кашни ачашăн хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслемелли мел те пулса тăрать. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» кăçалхипе улттăмĕш çул иртрĕ. Икĕ вĕрентекенпе вун сакăр вĕренекен çырма кăмăл турĕç. Вĕсене куншăн тав сăмахĕ калас килет.