Ака уйăхĕн 25 мĕшĕ-пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă кун. Çак кун, çурхи илемлĕ вăхăтра, чăвашсене çутта тухма пулăшнă И. Я. Яковлев çуралнă кун эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан кашни чăвашшăнах вăл – чăн-чăн паллă уяв. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Нĕркеç вăтам шкулĕнче те пысăк уяв иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ефремова Н. К. Чăваш халăхĕшĕн Аслă Патриархăмăр хисеплĕ те хаклă, нихăçан манăçми çын пулнине палăртса хăварчĕ. Çак куна 1992 çултанпа вара Чăваш чĕлхи кунĕ тесе уявлани çинчен каласа пачĕ. Уява малалла шкул ачисем тăсрĕç. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» ятлă литмонтажпа уçрĕç. Ун хыççăн сцена çине тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерÿçĕ пулнă ачасем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Акă, сăмахран, 7 класра вĕренекенсем Евграфова Анастасия, Голыева Дарья, Котова Кристина «Туркай вулавĕсем» конкурса хутшăнса 2-мĕш вырăн йышăнма пултарнă сăвва «Каçкÿлĕм. Виççĕн.» вуларĕç. «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» видеоконкурсра çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ Голыева Дарья Митта Ваçлейĕн «Пит маттур-çке Иванов бульварĕ» сăвва вуласа пачĕ. Тата ытти ташă-юрă, вăйă-кулă куракансене савăнтарчĕ. Уява пĕтĕмлетме Плёткина Нина Ивановна сăмах илчĕ. Вăл чăваш чĕлхин пуласлăхĕ çинчен, халăх хăйĕн чĕлхине юратни çинчен каласа Петĕр Хусанкай сăввинчи «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăмахсемпе хăйĕн калаçăвне вĕçлерĕ.
Тăван çĕр-шыв, тăван чĕлхе, атте-анне çинчен юрланă сăвă-юрă пурне те килĕшрĕ, савăк кăмăл парнелерĕ.