Сĕве хулинче – экскурсире

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем Сĕве хулинче пулса курчĕç. Автобус хулана çывхарнăçемĕн пирĕн ума тĕлĕнмелле ÿкерчĕк курăнчĕ.

Сĕве хулин вырăнĕ питех те илемлĕ. Вăл вырнаçнă сăрт тăсăлăклăрах çавра. Хулана йĕри-тавра икĕ юхан шыв хуплать. Çак хула çывăхĕнче Сĕве  Атăла юхса кĕрет. Хулара чиркÿсем, икĕ  мăнастир тата 16 ĕмĕрти архитектура çурчĕсем питĕ нумай упранса юлнă. Пĕр сăмахпа каласан, кашни çурт – музей экспоначĕ. Уйрăмах пире крепоçсене, керменсене пăхса çÿреме килĕшрĕ. Хула вĕсемпе пуян. Хамăра юмахри пекех туйрăмăр. Темиçе ĕмĕр каялла туса лартнăскерсенчен темле асамлă вăй пур пек, таçта аваллăхра пулнă пек туйăнчĕ! Кашни çурт – йĕр истори пĕлтерĕшлĕ.

Утрав çинче вырнаçнă пĕчĕк хула çинчен экскурсовод питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Хулари икĕ ĕмĕр каялла тунă шкулта вăтăр икĕ ача вĕреннине тата паянхи куна утрав çинче ик çĕр аллă çын пурăннине пĕлтĕмĕр. Хулара çав тери таса та тирпейлĕ. Кунта пурăнакан çынсем кăмăллă, туслă, сăпайлă.

Экскурси пĕтсессĕн эпир апатлантăмăр, хула тăрăх уçăлса çÿрерĕмĕр, сăн ÿкерчĕксем ÿкерттертĕмĕр. Паллă хула çинчен сувенирсем те илме манмарăмăр. Автобус çине ларсан та ачасем нумай вăхăт хушши Сĕве хули пирки калаçрĕç.