«Л.В Таллеровăн илемлĕх тĕнчи» наукăпа практика конференцийĕ

Чăваш халăх писателĕ, Çемен Элкер преми лауреачĕ, Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лаврентий Васильевич Таллеров çуралнăранпа кăрлачăн 27-мĕшĕнче 90  çул çитрĕ. Шел те, мухтавлă çыннăмăр çак юбилейччен пурăнаймарĕ, 2013 çулти март уйăхĕнче çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Çак паллă куна халалласа нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Нĕркеç вăтам шкулĕнче, «Л.В Таллеровăн илемлĕх тĕнчи» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Чăваш халăх писательне Л.В Таллерова, хамăр ентеше аса илме, сумлă ĕçĕсене хаклама конференцие районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем вĕренекенсем пухăнчĕç.

Салам сăмахĕ каласа Нĕркеç вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Н.К Ефремова , «Кăмăлпа пăхса илсемĕр эпĕ утнă çул çине…» ятлă курава пăхма сĕнчĕ. Ун хыççăн кун йĕркипе районти чăваш чĕлхипе литература методисчĕ С.Г.Индюкова паллаштарчĕ.

Конференцие ăнăçлă ирттерме сĕнсе шкул директорĕ Н.А. Петрова сăмах илчĕ. «Л.В.Таллеровăн произведенийĕнчи сăнарсем хамăр тăрăхра пурăннă, ĕçленĕ çынсем. Вĕсем çинчен пĕлес тесен Чăваш халăх писателĕн произведенийĕсене кашнинех юратса вуламалла»,-терĕ шкул пуçлăхĕ ачасене конференцире пысăк çитĕнÿсем тума сунса.

Конференцие малалла тăснă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Николаевич Осипов, профессиллĕ писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Аркадьевич Максимов Чăваш халăх писателĕ  Л.В Таллеров çинчен ăшă сăмахсемпе аса илчĕç. „Каçал ен” хаçат редакторĕ А.В Ефремова, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ  С.П.  Атласкина ентешĕмĕре произведенийĕсенчи сăнарсене калăплассипе  калама çук пысăк ăста пулнине палăтрĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине юратса вĕренекенсен хушшинче Л.В. Таллеров çырнă хайлавăн пĕр сыпăкне автор çырнă чĕлхепе пăхмасăр вуласси конкурс иртрĕ. Сумлă жюри членĕсем Г.А. Максимов- ,,Хыпар” издательство çурчĕн тĕп редактор заместителĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, Л.С Иванова-педагогика ветеранĕ, С.П. Атласкина-РОО методисчĕ, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем. Конкурсантсем чăвашла тĕрĕс те илемлĕ, килĕшÿллĕ те çыпăçуллă вуланине хакларĕç. Л.В. Таллеров тĕнчине кĕрсе кайса хайлав шухăш-кăмăлне, туйăмне, чĕлхе пуянлăхне, сăмах вăй-хăватне кăтартма пĕлнине шута илчĕç.

Чăваш халăх писателĕ Л.В. Таллеровăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн пĕлнине палăртса викторинăри ыйтусем çине хуравларĕç.

Жюри пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарнă хыççăн Нĕркеç вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Никита Голландцев ,,Чăваш ташши” калаври сыпăка  вуласа, халăх писателĕн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕплĕн пĕлнипе мала тухма пултарчĕ. 10 класрса  вĕренекенсем,  Юра Вороновпа Марианна Яковлева, Л.В. Таллеровăн «Пурăнма вĕрентмĕр-ши?» калавĕ тăрăх  лартнă сценка  пурин кăмăлне те кайрĕ.

«Чăваш халăх писателĕн Л.В. Таллеровăн хисеплĕ ячĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ, сумлă ĕçĕсем нихăçан та манăçмĕç,»- тесе пĕтĕмлетрĕç конференцие хутшăнакансем.