«Йĕлтĕр йĕрĕ – 2019»

 

  Февралĕн 8 – мĕшĕнче, эрнекун, Нĕркеç вăтам шкулĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2019» чупу ирттерчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекен вăтăр ача йĕлтĕр çине  тăрса сывлăха çирĕплетрĕç.  Пĕр километрла дистанцие пурте чупса тухма пултарчĕç. Тупăшура маттуррисем те пулчĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекенсенчен Быкова Е., Порфирьева В., Петров А. , иккĕмĕшсенчен – Марков Д., Семенов М. малти вырăна тухрĕç.      Иккĕмĕш тапхăрта виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класра вĕренекен хĕр ачасем старта тухрĕç. Чи маттуррисен ятне Шатилова Д.,, Воронова С., Котова В илме пултарчĕç. Виççĕмĕш тапхăрта виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класра вĕренекен арçын ачасем вăй виçрĕç. Тупăшура Яковлев Т., Прокопьев А Антипов Д. малти вырăна йышăнчĕç.Пултаруллисем февралĕн 9 – мĕшĕнче, шăматкун районта иртекен «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2019» чупăва хутшăнĕç.