ЮНЕСКО пуçарăвĕпе нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери халăхсен Тăван чĕлхе кунне паллă тăваççĕ. Тăван чĕлхе кунне 1999 çултан вара уявлаççĕ. Чĕлхе- халăх культурине упраса пыма пулăшакан хатĕр.
ЮНЕСКО палăртнă тăрăх, тĕнчери ултă пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра пачах та çухалма пултарать.
Нĕркеç вăтам шкулĕнче Тăван чĕлхе кунне халалланă уява улттăмĕш класра вĕренекенсем уçрĕç. Уявăн тĕллевĕсем ĕмĕрсем хушшинче аталанса пынă чăваш чĕлхи пуянлăхĕпе паллаштарасси, тăван чĕлхепе ирĕккĕн калаçма хăнăхтарасси, тăван чĕлхене хисеплесси, упрасса хăварас туйăма çĕклесси пулчĕç.
Чăваш тумĕ тăхăннă арçын ачасемпе хĕр ачасем илемлĕ юрă-сăвăпа куракансене савăнтарчĕç. Ачасем чĕлхене, тăван халăхăн историне, тĕнче курăмне упраса хăварасси вĕсенчен килнине лайăх ăнланчĕç. Пурне те Тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе саламлатпăр!