Литература музейӗнче

Чăваш   халăх писателĕ, паллă журналист, Çемен Элкер преми лауреачĕ Л.Таллеров çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Çакна халалласа çыравçăн пултарулăхне кăмăллакансем, Каçал тăрăхĕнчи ентешĕсем тата писательсемпе поэтсем Литература музейне пуçтарăнчĕç.

 Чăваш халăх писательне Л.Таллерова халалласа Нĕркеç вăтам шкулĕнче наукăпа практика конференцийĕн çĕнтерÿçисем-Юрий Воронов, Марианна Яковлева, Никита Голландцев тата вĕсене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Надежда Кронидтовна Ефремова сумлă асăну каçне хутшăнчĕç. 

Юрий Вороновпа Марианна ЯковлеваЛ.Таллеровăн «Пурăнма вĕрентмĕр-ши?»  калавĕнчи Марукпа Мĕтри сăнарĕсем урлă пурнăçри йывăрлăхсем çине кулăш витĕр пăхса тĕрĕс çул суйлама пулăшрĕç куракансене.

Голландцев Никита халăх писателĕн «Чăваш ташши» калавĕнчи сыпăка пăхмасăр вуласа музея килнĕ куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Литература музейĕнче паллă çыравçăсемпе, А.П Хусанкайпа, В.Кузьминпа, В. Кервенпе, Ю.Артемьевпа тĕл пулса автограф илнишĕн, вĕсен ăслă сăмахĕсене итлеме тÿр килнишĕн савăнтăмăр.

Л.Таллеров чăваш культурин, литературипе журналисткин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Çыравçăн кĕнекисене  паян та кăсăкланса вулаççĕ, вĕсем йывăрлăхсене парăнтарса малалла шанчăкпа утма вĕрентеççĕ.