Ака уйахĕн 25-мĕшĕнче Нĕркеç вăтам шкулĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2019» акци иртрĕ. Çак мероприятие Чăваш патшалăх гуманитори ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци телерадиокомпани, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ.
2019-мĕш çул- Театр çулталăкĕ. Çак çулталăка халалланă В.Николаевăн «Мăнаçлăхăмăр, мухтавăмăр…» ятлă чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Тани Юн çинчен пулчĕ кăçалхи диктант тексчĕ.
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕн» тĕллевĕ – чăваш чĕлхине юратма хавхалантарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Диктанта çырма хутшăнни кашни ачашăн хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслемелли мел те пулса тăрать. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» кăçалхипе çиччĕмĕш çул иртрĕ. Åна виçĕ вĕрентекенпе вун тăватă вĕренекен çырма кăмăл турĕç. Вĕсене куншăн тав сăмахĕ калас килет.