Чăваш чӗлхи кунӗ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă кун. Çак кун, çурхи илемлĕ вăхăтра, чăвашсене çутта тухма пулăшнă И. Я. Яковлев çуралнă кун эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан кашни чăвашшăнах  вăл – чăн-чăн паллă уяв. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Нĕркеç вăтам шкулĕнче те пысăк уяв иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ефремова Н. К. Чăваш халăхĕшĕн Аслă Патриархăмăр хисеплĕ те хаклă, нихăçан манăçми çын пулнине палăртса хăварчĕ. Çак куна 1992 çултанпа вара Чăваш чĕлхи кунĕ тесе уявлани çинчен каласа пачĕ.

Уява малалла шкул ачисем тăсрĕç. Ачасен пултарулăхне улттăмĕш класра вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» ятлă литмонтажпа уçрĕç. Ун хыççăн сцена çине тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерÿçĕ пулнă ачасем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç. Акă, сăмахран, «Туркай вулавĕсем» конкурс çĕнтерÿçисем Дарья Голыева, Марианна Яковлева, Павел Беляев Валери Туркай сăввисене вуларĕç. «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» видео конкурсăн çĕнтерÿçи Анастасия Николаева «Кам кĕнĕ пахчана» сăввине вуласа пачĕ.  Тата ытти ташă-юрă, вăйă-кулă куракансене савăнтарчĕ. Уява вĕçлесе 8-мĕш класра вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи» юрă шăрантарчĕç

Тăван çĕр-шыв, атте-анне çинчен юрланă сăвă-юрă пурне те килĕшрĕ, савăк кăмăл парнелерĕ.