Ачасен сывлăхĕ — çĕршыв малашлăхĕ, çавăнпа та вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕн вĕсене сывлăхне упрама кирлине ăнлантарма тăрăшмалла.
Сывлăхран хакли нимĕн те çук, теççĕ ваттисем. Cывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме — тулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Сывлăх теми хальхи вăхăтра шкул пурнăçĕнче те питĕ пĕлтерĕшлĕ темелле. Шел пулин те, вĕренекенсем хушшинче çирĕп сывлăхлă ачасем сахал. Çакă чи малтанах вĕренÿ калăпăшĕ ÿснипе, телевизорпа компьютер умĕнче нумай ларнипе, ачасем сывлăхне сиенлĕ йăла-йĕркесемпе наркăмăшланипе, сахал хускалнипе çыхăннă. Çавăнпа та шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри ачасен сывлăхне çирĕплетесси, упрама вĕрентесси пулмалла.
Çакна шута илсе Нĕркеç вăтам шкулĕнче тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртеççĕ. Сывлăха çирĕплетес, сыхлас ыйтăва тĕрлĕ урока кĕртсе пыраççĕ.
6-мĕш класра вĕренекенсемпе Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» калав тăрăх пĕтĕмлетÿ урокĕ иртрĕ.
«Иван Лисаев хăйĕн геройĕсене пурнăç юханшывĕн авăрне тĕксе ярать, анчах вĕсене унтан хăех туртса кăларать. Çавнашкал геройăн шăпи йывăрлăхпа кĕрешме йыхăракан ырă тĕслĕх пулса пирĕн чуна, ăс-тăна кĕрсе вырнаçать, хавхалантарать. Унăн калавĕсем вулакан чĕринче ырă та çутă туйăмсем хускатаççĕ», — тенĕ Юрий Артемьев, литература тĕпчевçи.
Урокра «Пирĕн ума йывăрлăх килсе тухсан мĕнле çĕнтермелле? Шанчăка, ĕмĕте çухатас мар тесен мĕн тумалла-ши?» текен ыйту çине хуравларăмăр тата сывлăх чи хаклă пуянлăх пулнине те палăртрăмăр. «Чире парăнма çуралман» калаври тĕп сăнар пирĕншĕн мĕншĕн тĕслĕх пулса тăнине, çыннăн пурнăçра мĕнле пулмаллине, мĕншĕн тăрăшмаллине пăхса тухрăмăр. Темле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмалла мар, чире парăнмалла мар, кĕрешмелле. Вара çĕнтеретĕнех. Эпир çак тĕнчене пурăнма, вĕренме, ĕçлеме килнĕ, чире, йывăрлăха парăнсан пурăнма май çук. Пирĕн çумра яланах ĕмĕт, шанчăк пулмалла.
Урока пĕтĕмлетсе Г. Н. Волков çырнă «Чи пысăк инкек» статьяпа вĕçлерĕмĕр.
— Пирĕн, алăллă-ураллă, куçлă-пуçлă, ăслă-тăнлă çынсен вăхăта усăсăр ирттермелле мар, хамăрăн пултарулăха аталантармалла, пуласлăх çул-йĕрне хывмалла. Пурнăçра йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлмелле, пуçа усмалла мар.
Чăннипех те вăйлă çынсен шăпипе паллашсан çапла калама пулать: «Чăннипех те вĕсем паттăр, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмĕç, шанчăка çухатмĕç».
Хамăрăн тĕллев патне çитме пирĕн вăйлă пулмалла, тĕллеве пурнăçласан эпир иккен. телейлĕ пулăпăр. Эпир телейлĕ пуласси хамăртанах килет
Н.ПЛЕТКИНА,
вĕрентекен.