Ырă кăмăллă-и эпир…

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕ —толерантность (чăтăмлăх) кунĕ.Çак кунпа çыхăнтарса 7 класра «Ырă кăмăллă-и эпир…» ятлă уçă класс сехечĕ иртрĕ.

«Сана усал тума çуратман,ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман –мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш,»-тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр. И.Я.Яковлев сăмахĕсем класс сехечĕн девизĕ пулчĕ.

Мĕн вăл ырăлăх, ыркăмăллăх, сăпайлăх сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тарăнрах ăнланма тăрăшрĕç. Ачасенче ыркăмăллăх, сăпайлăх, çынлăх туйăмне вăратасси класс сехечĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулчĕ. Çак ырă енсемпе пурнăçра туллин усă курма вĕрентесси çинчен, ырă çын пулас тесен мĕнлерех пулмалли çинчен те калаçрĕç. Çĕр çинче ырăпа усала уйăрма, çывăх çынсене ырă тума, çыннăн хуйхи-суйхине ăнланма та пĕлмелле. «Пурнăç вăл пĕр-пĕрне ырăлăх кÿнинче. Ыр кăмăллăх –çынсене ăнланма,пулăшма тăрăшни, ырă тума ăнтăлни»,- терĕ класс ертÿçи.

Ачасем çак темăпа хатĕрленĕ презентаципе паллашса кашни слайдпа тĕплĕн калаçрĕç.

Пурнăç çулĕ мĕнле çулпа каясси, мĕнле çын пулассине кашниех хăй суйласа  илет.

- Йăлтах хамăр алăра!- терĕç ачасем урок вĕçĕнче.