Декабрĕн вуннӑмĕшĕнче Аслӑ Чурачӑкри Культура çуртĕнче районти ачасен пултарулӑх ушкӑнĕсен «Ача – пӑча сасси» фестиваль – конкурсӑн юрри – ташши тепĕр хут янӑрарĕ.Чи малтанах конкурсантсене Комсомольсктинчи ачасен искусство шкулĕн директорĕ Ф. А. Гибатдинов саламларĕ, конкурсра ӑнӑçу сунчĕ. Сцена çинче чӑваш, тутар, вырӑс тумĕсем тӑхӑннӑ пĕчĕк артистсем хӑйсен пултарулӑхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Фестиваль - конкурса тĕрлĕ çулхи ачасен пурĕ утмӑл пултарулӑх ушкӑнĕ хутшӑнчĕ. Ача садне çÿрекенсем те, шкулта тĕрлĕ клсра вĕренекенсем те юрлас,ташлас ӑсталӑхĕпе куракансене тыткӑнларĕç. Жюри членĕсене чи пултаруллӑ ушкӑнсене тĕрлĕ номинацисенче дипломсемпе чысларĕç.
Фестивальте Нĕркеç вӑтам шкулĕнче вĕренкенсем те хутшӑнчĕç.Кĕçĕн класра вĕренкенсенчен йĕркеленнĕ «Путене» фольклор ушкӑнĕ «Çурхи уявра» композицие кӑтартрĕç. «Путене» ушкӑн виççĕмĕш вырӑн йышӑнчĕ.