1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа тата аса илĕве сыхласа хăварас, çак историе асра тытмаллине тĕпе хурас тĕллевпе 2020 çула Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ тесе палăртнă. Çак паллă çулталăка халалланă мероприятисем пирĕн шкулта тăтăшах иртеççĕ. Астăвăмпа мухтав çулталăкне тĕпе хурса 7 класс ертÿçи Ефремова Надежда Кронидтовна «Çĕнтерÿ палли» ятлă класс тулашĕнчи уçă урок ирттерчĕ.
Урокра ачасем малтанах кăçалхи паллă уявсен ячĕсене çырса тухрĕç. Кашни уявăн хăйĕн палли пур-çке-ха. Уявăн ячĕсен çумне паллăсене кластер туса вырнаçтарчĕç. Çĕнтерÿ кунĕн палли вара – Георги хăйăвĕ. «Вăл салтак çапăçу хирĕнче паттарлăх кăтартнине, вилĕм ункинчен те чĕррĕн тухнине палăртакан паллă. Вăл Российăра паттăрлăх тата мухтав палли пулса тăнă», - терĕ вĕрентекен. Георги хăйăвĕн историйĕ те питĕ пуян. Унпа Раççей çарĕнче Çвяттуй Георги орденĕ, Георги хĕресĕ тата Георги медалĕ çумне хурса чи паттăр çынсене наградăланă иккенне пĕлтерчĕ класс ертÿçи. Çак хăйăва 2005 çултанпа кашни çулах волонтёрсем валеçнине, хăйăва автомашина антенни çумне çирĕплетме, алă çине те çыхма юранине пĕлчĕç, анчах ура, çÿç тата пилĕке çыхма юраманнине те каларĕç. Урока вара çапла пĕтĕмлетрĕç: «Чи хакли-Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă çынсене чыс- хисеп туни. Çĕнтерÿ хакне пĕлетĕр пулсан, Тăван çӗр-шыва юрататăр пулсан çак палла хăюллăн çакăр».