Паян, 2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, мĕн пур чăваша Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» пĕрлештерчĕ. Пĕрисем радио-телевизор,теприсем Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайлсене итлесе хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç.
Нĕркеҫ вăтам шкулĕнче вĕренекенĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акцие активлă хутшăнчĕç. Диктант çырнă 21 çынран «5» паллă илнисем-4, «4» паллă илнисем-13, «3» паллă илнисем-4.
Çакна та палăртса хăвармалла, акцие ачасене ытларах хутшăнтарас енĕпе чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хастар пулчĕç. Сăваплă ĕçе шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кăна мар, шкултан тахçанах вĕренсе тухнисем, вырăнта пурăнакансем, карантин вăхăтĕнче тăван ене килнисем те чылаййăн хутшăнчĕҫ.
Акцие çемйипех хутшăнакансем чылай пулчĕç. Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Диана Шатилова хăйĕн амăшĕпе юнашар ларса диктант çырчĕ. Янкассинчи Федотовсенсен ҫемйи те диктант ҫырма мĕн пур кӑмӑлтан хутшӑнчĕ. Анне чĕлхи вĕсемшĕн– чи юратни, чи илемли.
Пĕтĕм чăваш диктантне пĕрремĕш хут хутшăнакансене те палăртса хăвармалла. Акă 5- 6-мĕш класра вĕренекенсем кăçал пĕрремĕш хут диктант çырчĕҫ, малалла та кашни çулах активлă пуласса шанатпăр.
Çапла вара, паян эпир диктант çырса хамăр чăваш пулнине палăртрăмăр, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван халăхран, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтĕмĕр.