Инçет мелпе иртнĕ викторина « И. Я. Яковлев –Чăваш Улăпĕ»

Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 28 ҫул ҫитрӗ, ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. Кашни кун И. Я. Яковлев пурăннă тата ĕçленĕ вăхăтсем пиртен инçете юлса пыраççĕ. Анчах та паллă çынсен ĕçĕсем тата ăслă шухăшĕсем кивелмеççĕ, вĕсем çамрăк ăрушăн питĕ çывăх тата питĕ кирлĕ пулса тăраççĕ.

Иван Яковлевич Яковлев ятне Чӑваш Енпе Раҫҫейре кӑна мар, ют ҫӗр-шывсенче те асра тытаҫҫӗ. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать

И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, тӑван халӑхшӑн калама ҫук нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем – ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни, чӑваш учителӗсем хатӗрлени.

Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, вырӑс чӗлхи пекех, патшалӑх чӗлхи шутланать. Кунсӑр пуҫне пирӗн тӑван чӗлхемӗр Тутар, Пушкӑрт республикисенче, Самар, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенче те анлӑ сарӑлнӑ. Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та,  ача садӗнче те,  шкулта та.

И.Я.Яковлев ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман. Ҫуралсанах тепӗр виҫӗ кунтан амӑшӗ вилет, вара ӑна Пахом Кириллов ҫемйи усрава илет. Вӗсем пӗчӗк Ванюка хӑйсен ачи пекех юратса ӳстереҫҫӗ. Вӑл питӗ ӗҫчен ача пулнӑ, нимӗнле ӗҫрен те хӑраман, пушӑ вӑхӑтра ялти ачасемпе вылянӑ. Иван Яковлев хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе пултарулӑхне кура питӗ нумай вӗреннӗ. Кайран хӑй те пулас чӑваш композиторӗсене, поэчӗсене, писателӗсене вӗрентнӗ. Çăмăл пулман И.Я. Яковлева, 19 çулхи каччăна, тĕттĕм чăваш ачисене çутта кăларас ĕçе йĕркелесе яма.

Иван Яковлев ҫырнӑ калавсем ӗҫе юратма, чӑнлӑха мала хума, ҫынпа ырӑ пулма, пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ.

Чăваш чĕлхипе литерататури эрни пынă май Нĕркеҫ шкулĕнчи 6 класра вĕренекенсем хушшинче инҫет мелпе И.Я.Яковлева халалланă викторина иртрĕ. Ăмăрту  чăваш халăхне çутта кăларнă И.ЯЯковлева чыслас тĕллевпе иртрĕ. И. Я. Яковлев пире тăван чĕлхене юратма, тăван халăха хисеплеме вĕрентнĕ. Çавăнпа та пирĕн чăваш культурине паянхи пурнăçăн çĕнĕлĕхĕнче те аталантарсах пымалла.

Тăрăшуллă шăпăрлансене викторина хуравĕсене шыраса тупма  ашшě-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем те пулăшрĕҫ.  Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пыракан Нина Ивановнăпа Надежда Кронидтовна жюри членĕсем пулчĕҫ. Вĕрентекенсем 6-мĕш классем хушшинчи кăсăклă ăмăртăва тимлĕн сăнаса хак пачĕҫ.  Кăсăклă ыйтусене хуравланă  хыççăн 16 балл пухса Федоров Максим(Янкасси), Петров Никита, Порфирьев Даниил тата Федотов Глеб  ҫĕнтерчĕç. Ачасем И.Я.Яковлев ҫинчен питĕ лайăх пĕлнине çирĕплетрĕҫ.

И. Я. Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне вĕрентесси чăваш чĕлхипе литература урокĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнса тăрать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ тепĕр чухне урокăн çул-йĕрне уçса парать. Ку ĕнтĕ пĕтĕмпех учитель пултарулăхĕнчен килет. Урок ирттернĕ чухне И. Я. Яковлев пултарулăхĕнчен нумай ырă шухăш, нумай ырă ăс илме пулать. Çавăнпа И. Я. Яковлев  инçет мелпе  иртнĕ викторинашăн та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕр чăваш историйĕнче ĕмĕрлĕхех паллă çын пулса юлчĕ. Чăваш халăхĕ ăна яланах пуç тайĕ.

Нĕркеҫ шкулĕнче маттур вĕренекенсем нумай. Вĕсем тĕрлĕ кружока çÿресе аталанаççĕ, чылай конкурса хутшăнса палăраççĕ. Ăс-тăнпа та, пултарулăхпа та малтисен ретĕнче тăнине викторина кăтартса пачĕ.

Малашне те хамӑр чӑваш пулнине туйса чӑваш ҫӗрӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшасса, чӑн-чӑн патриотсем пуласса шанас килет. Пирӗн, чӑвашсен, чӑвашах пуласчӗ.