Вĕрентекен, яту сан сумлă

Кашни ачан пурнăçĕнче учитель пысăк вырăн йышăнать. Вăл шăпăрлана алăран çавăтса пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрет, вулама-çырма вĕрентет, куллен ăс парса чуна çывăх професси суйласа илме пулăшать, анлă пурнăç çулĕ çине кăларать. Нумай çул иртсен те вĕрентекенсен сăнарĕсем пирĕн асра упранаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кашни çулах, урамра ылтăн кĕркунне хуçаланнă илемлĕ вăхăтра, эпир хамăрăн учительсене професси уявĕ ячĕпе саламлама васкатпăр. Çак кунсенче эпир районти культура çуртĕнче пуçтарăнса чи маттур, чи пултаруллă, профессире çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвакан учительсене савăнăçлă лару-тăрура чысларăмăр.
Уява уçса район пуçлăхĕ Ремис Мансуров тата «Единая Россия» партин Комсомольскинчи уйрăмĕн секретарĕ Александр Осипов залра ларакансене çак чаплă уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Вĕсем пултаруллă педагогсене «Раççей Федерацийĕн воспитани тата вĕренÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа наградăларĕç. Çак хисепе Нĕркеç вăтам шкулĕнче географи урокӗсене ерте пыракан  Ю.А.Максимов та тивĕçрĕ.
Кашни çулах районти чи лайăх педагогсене палăртас тĕллевпе ятарлă конкурс ирттереççĕ. Унта мала тухакансене укçан преми парса хавхалантараççĕ. Кăçал çак чыса Нĕркеç вăтам шкулĕчен М.Н.Вороновăпа Н.И.Плеткина  тивĕçрĕç..
Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев тата РФ халăх вĕренĕвĕн тата ăслăлăх ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ Николай Белков та сцена çине тухса педагогсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Вĕсем «Çулталăк учителĕ», «Çулталăк воспитателĕ» тата «Самый классный классный» конкурссене хутшăнса мала тухнисене хаклă парнесемпе чысларĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ предмет олимпиадисенче регион шайĕнче призерсен тата çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ ачасене хатĕрленĕ учительсене укçан хавхалантарчĕç.
Уявра профсоюз ĕçне хастар хутшăнакансене те манса хăвармарĕç, «Чăваш Ен профсоюзĕсене 100 çул» медальпе Нĕркеç вăтам шкулӗнче тăрăшакан  И.П.Кирилловăна та  чысларĕç.
Çак кун педагогсем ячĕпе чылай ăшă сăмах янăрарĕ, çепĕç юрăсем кашнин чунне витерчĕç, чĕрене сăрхăнса кĕрсе ырă кăмăл-туйăм çуратрĕç.