ЧӐВАШ ТӖРРИ - ХАЛӐХ ПУЯНЛӐХӖ

Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет.  Пирӗн халӑх тӗррине тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Ӗлӗкхи тӗрӗсем пире халӗ те хӑйсен илемӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Чӑваш кил-йышӗнче хӗр ачасене 6-7 ҫултах тӗрлеме вӗрентнӗ. 10-12 ҫул тӗлне вӗсем хӑйсемех тӗрӗсем шухӑшласа кӑларса тӗрлеме пултарнӑ. Чӑваш тӗрри ытти халӑх тӗррисенчен кӑткӑс, илемлӗ, тӑпӑл-тӑпӑл тата хӑйне евӗрлӗ пулнипе уйрӑлса тӑрать. Ҫиппе тӗрленӗ тӗрӗсем тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсемпе, вӗтӗ шӑрҫасемпе, авалхи вӑхӑтра вара ылтӑн, кӗмӗл, туй (бронза) эрешсемпе, хаклӑ йышши чулсемпе килӗшсе тӑнӑ. Алӑпа тӗрленисӗр пуҫне эрешсене тӗртсе те тума пултарнӑ. Ӑна пир вырӑнӗпе пир тӗртнӗ чухне тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсем ярса тӗрленӗ. Ҫапла майпа ал шӑлли вӗҫӗсене илемлетнӗ. Ӗлӗк ҫипсене тӗс кӗртме тӗрлӗрен курӑкпа, ҫулҫӑпа, йывӑҫ хуппипе усӑ курнӑ. Ытларах тӗксӗм хӗрлӗ, элмен, хӑмӑртарах ҫипсемпе тӗрленӗ. Авалхи чӑвашсем хӑш-пӗр тӗрӗсенче тӗнче тытӑмне хӑйсем мӗнле курнине ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ.

Чӑваш тӗррин кунне халалласа Нӗркеçри  вӑтам шкулта чӱк уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче «Чӑваш тӗрри- халӑх пуянлӑхӗ»темăпа уроксем иртрӗç. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тӗрӗ чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри пулни пирки чарӑнса тӑчӗс, ачасем «Илемлӗ чӑваш тӗрри» презентаци пӑхрӗҫ.  5-6-мӗш класра вӗренекенсем «Чӑваш тӗррин асамлӑ тӗнчи» онлайн-теста  хутшанчӗç. 1-2 класра веренекенсем  вара тӗрлӗ  тӗрӗсем эрешлерӗç.

 Чăваш тĕррине упрар, ăна ÿсме пулăшар. Чăваш тĕрри пуянлăхĕшĕн, тасалăхĕпе илемлĕхĕшĕн унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшар.