Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2022 çулхи кăрлачăн 12 – 24-мĕшĕсенче П. Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивалĕ иртрĕ. Фестивале П.П.Хусанкайăн ятне халăх асĕнче упраса хăварас, пултаруллă ачасене палăртас тĕллевпе ирттерчĕ.
Петр Петрович
Хусанкай (1907-1970) – сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, критик. Петӗр Хусанкайӑн виҫӗ сӑвви чи
пӗрремӗш хут 1924 ҫулта «Сунтал» журналта пичетленнӗ. Хӑйӗн чӗрине тӑван халӑха
парнелесе хӑварнӑ ҫыравҫӑ ӗмӗр тӑршшӗпе ҫырнӑ, вуланӑ, куҫарнӑ, чӑваш чӗлхине
тӗнчене ҫити ҫӗкленӗ.
1997-2006
ҫулсенче Петӗр Хусанкайӑн ултӑ томлӑ ҫырнисен пуххи пичетленсе тухнӑ. Чӑваш
халӑх поэчӗ ача-пӑча валли те сахал мар ҫырнӑ. «Вӑрман юрлать» сӑвӑ ярӑмӗ,
«Тӑван ҫӗршыв» поэма тӑван ҫӗрӗн пуянлӑхӗпе илемне сӑнласа, чӑваш ҫӗр-шывне
мухтаса юрлакан гимн пек янараҫҫӗ, чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ хускатаҫҫӗ, тӑван
ҫӗр-шывӑмӑран илемне, пуянлӑхне кӑтартаҫҫӗ.
Халăх поэчĕн
хĕрĕхе яхăн кĕнеке пичетленсе тухнă. Унăн
произведенийĕсене 30 яхăн чĕлхене куçарса кăларнă.
«Хусанкай
вулавĕсем-2022» фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 257
ачапа 43 учительпе культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне
Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ
видеороликсем хатĕрлесе кăтартрĕç.
Хĕрӱ
тупăшура Нĕркеç шкулĕнче 10 класра вӗренекен
Татьяна Прокопьева тата чăваш чĕлхипе литературине ертсе пыракан
Н.И.Плеткина хастар хутшӑнса призерсен
ятне илме тивӗçлĕ пулчӗҫ. Татьяна поэтăн «Сăмах хăвачĕ», Нина Ивановна «Йыхрав»
сăввисене чуна пымалла вуларĕҫ. 4
класра вĕренекен Быкова Лиза та поэтăн «Эп-чăваш ачи» сăввине
хитре, илемлĕ, янăравлă вулама пултарчĕ.
Вулава
хутшăнакансене тав тăватпăр, хĕрӱллĕн саламлатпăр! Малашне те пысăк çитĕнӱсем
сунатпăр.
Плеткина Н.И.