«Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл — тăван чĕлхе. Унра Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», — тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академикĕ Г.Н.Волков.
— Шел пулин те, Раççейре вилсе пыракан чĕлхесем те
пур. Хăш-пĕр чĕлхепе 10 е ытларах çын çеç калаçать, вĕсем те ватăсем кăна. Ку
питĕ шиклентерет, паллах. Кашни халăх чĕлхи — пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă
çепĕç, ачаш.., — пĕлтерчĕç ачасем.
Эпĕ радиожурнал корреспонденчĕ пулнă май тăван чĕлхе
темипе чăваш чĕлхипе литература учителĕпе тĕл пулса калаçрăм. Атте-анне чĕлхи
мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçĕпе шăпи çинчен аса илтерсех тăнă пирки тата
тăван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амăшне те, тăван халăхне те, çĕрне-шывне те юратма
пултарайманни пирки каларĕ Нина Ивановна. Çавăн пекех тăван чĕлхе — тăван
халăхăн иксĕлми ăс-тăн çăлкуçĕ пулнине тата çав çăлкуçран эпир мĕн ачаран
тумламăн-тумламăн пĕлÿ илсе ÿсни çинчен асăнчĕ. «Манăн чĕлхем малалла та
янăрасса, вăл çĕр çинчен çухалмасса шанатăп», — терĕ хавхаланса вĕрентекен.
Шкул ачисем сăвăсем вуларĕç. Радиожурнала ертсе
пыракансем итлекенсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне те тĕрĕслерĕç.
«Тăван чĕлхе ĕмĕрех пурăнтăр, аталантăр. Хамăр чĕлхене
юратса вĕренер, ăна упрар, унпа кăмăлтан калаçар!» — тесе вĕçлерĕ передачăна
Софья Воронова.
«Кашни çыннăн хăй тăван чĕлхишĕн тăрăшмалла, ăна
ачаран упрама вĕренмелле. Чĕлхе пурăнсан халăх малашлăхĕ пур», — тесе
пĕтĕмлетрĕç вĕренекенсем.
Д. ШАТИЛОВА.(Касал ен, 22.02.2022)