Чăваш чĕлхи
кунне тата Чăваш Енĕн мухтавлă ентешĕсене халалласа Чăваш Республикин
вĕренÿ институчĕ Чăваш наци конгресĕпе пĕрле ака уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци ирттерет.
Акцие чăвашла калаçакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чĕлхи е Чăваш Енĕн мухтавлă ентешĕсем çинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео çине ÿкерсе илмелле те #эпĕчăвашлакалаҫатăп хештегпа «Контактра» хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи», «Чăваш наци конгресĕ» ушкăнсене е Интернетри ытти хутшăну тетелĕсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла.
Нěркеç вăтам шкулěнче вěренекенсем те ку акцие хастар хутшанаççě. Уйрăмах 4-мěш класра вěренекен Быкова Лиза, Воронова Ангелина, Федоров Егор, Петров Александр, 3-мěш класра вěренекен Нестерова Виктория тата 10-мěш класра вěренекен Ольга Головина палăрчěç . Ачасем чăваш чěлхи çепěç те илемлě пулнине кăтартса пачěç.
Ăшшăн каланă чăваш сăмахě кашни çын чунне ăшăтать тата кăмăлне çěклет. Ватта-вěтте йăпатать, яш-кěрěмпе хěр-упраçа пурăнма хавхалантарать.