«Тăван чěлхе, эс- вěçěмсěр тěнче…» викторина

        Тӑван чĕлхе – тӑван халӑхӑн иксĕлми ӑс-тӑн çӑл-куçĕ. Çак çӑл-куçран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пĕлӳ илсе ӳсетпĕр. Аннен кӑкӑр сĕчĕпе пĕрле унӑн ачаш та лӑпкӑ сассипе, вӑл сӑпка юрри шӑрантарнине илтетпĕр.

          Чӑвашсене çутта кӑлараканĕ Иван Яковлевич Яковлев: «Тӑван чĕлхесĕр чӑн-чӑн пĕлӳ çук»,- тенĕ. Хӑйĕн çур ĕмĕрне чӑвашсене çутта кӑларас ĕçре тимленĕ патриархӑмӑр питĕ тĕрĕс каланӑ.  Нумай çул иртрĕ пулин те тӑван чĕлхене пĕтме парас марччĕ.Тӑван чĕлхене хисеплени хамӑртанах килет. Чĕлхем малалла та янӑрасса шанас килет.  Ҫакна шута илсе Нěркеç шкулĕнче ачасемпе «Тăван челхе, эс-вěçěмсěр тěнче…» викторина иртрӗ. Ыйтӑвӗсем чӗлхепе, литературӑпа, тӑван ен культурипе ҫыхӑннисем пулчӗҫ. Ачасем интересленсех ыйтусене хуравларӗҫ, йывӑрлӑх сиксе тухсан та алӑ усмарӗҫ. Кашни класран чи  маттуррисене палӑртрӑмӑр:Герасимова Анна (1 кл.), Плеткин Арсений(2 кл.), Быкова Елизавета(4 кл.}, Сапожникова Юлия (5кл.), Нестеров Артемий (6 кл.), Котова Вера (7 кл.), Головина Ольга (10 кл.).

 Вӗсене малалла та пултаруллӑ пулма ӑнӑҫу сунатпӑр.

Источник: Плеткина Н.И.