Ака уйăхěн 29-мěшě - Чăваш
Республикин Патшалăх Символěсен кунě. Çак куна халалласа 5,
7, 8, 9, 11 класра вěренекенсемпе Чӑваш Республикин символĕсен пĕлтерĕшĕсем
ҫинчен калаҫрăмăр, презентацисем пӑхрăмăр, викторина ыйтӑвĕсем ҫине хуравларăмăр.
Вĕсен пурин те тĕп
тĕллевĕ - ачасене патшалăх символĕсем халăх историне кăтартакан пуянлăх пулнине
ăнлантарасси.
Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне эпир 2004
çултанпа палăртатпăр. Мĕншĕн-ха шăпах апрелĕн 29-мĕшĕнче? Çак кун 1992 çулта
Чăваш Республикин Аслă Канашĕ Чăваш патшалăх символĕсем - Гимн, Герб, Ялав -
пирки йышăнусем кăларнă.
Республикăра пурăнакансем хамăрăн Ялава - сарă тата йĕпкĕн
хĕрлĕ тĕслĕскере - ыттисен хушшинче тÿрех уйăрса илееççĕ. Сарă тĕс - чăвашсен
чи юратни, вăл мĕнпур ырлăхпа илеме сăнарлать. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕспе халăхăн
эрешĕн тĕп элеменчĕсене тунă. Ялавăн тĕп эмблемине - «Пурнăç йывăçне» - витекен
çăлтăра виçĕ хутчен ÿкерни чăвашсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» ăнлавне
палăртать. Чăваш Республикин
Гимнĕ янăранă чухне чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралать.
Тăван çĕршыва юратасси патшалăх символĕсене пĕлнинчен тата
хисепленинчен пуçланать. Çак символсем ахаль сăнарсенчен, паллăсенчен
пĕлтерĕшлĕрех. Вĕсем тăван кĕтеспе, Тăван çĕршывпа, историпе, граждан
тивĕçлĕхĕпе, тăван чĕлхепе тачă çыхăннă. Патшалăх символĕсем - пирĕн пуянлăхпа
мăнаçлăх.