Чăваш тěррин куравě

Чăваш тěррин куравě

        Ноябрěн 26-мěшěнче Чăваш Республикинче Чăваш тěррин кунне уявлаççě. Ку çěнě уяв виççěмěш хут кăна иртет пулин те çынсем унпа питě кăсăкланни сисěнет. Тěрěре чăвашăн чунě тесе ахальтен каламаççě-тěр çав.

Ҫак куна халалласа Нěркеçри вăтам  шкулта «Чӑваш тӗрри – халăх пуянлăхě» курав пуҫланчӗ. Мероприятие Чӑваш тӗрри кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ. Унта тӗрлӗ  ӗҫсемпе паллашма май пур. Тěрлě çěвěпе илемлетнě кашни япала кăмăла çěклет, чунра мăнаçлăх туйăмě çуратать.

 Тӗрлӗ ҫипсемпе тӗрлесе илемлетнӗ вырӑн сарми тата сӗтел ҫиттисем илемӗпе куҫа илӗртеҫҫӗ.  Тěрлě эрешсемпе капӑрлатнӑ япаласем  чуна тыткӑнлаҫҫӗ.

Чӑннипех асамлӑ иккен чӑваш тӗрӗ-эрешӗ. Вӗсен вӑрттанлӑхӗсем пирки электронлӑ презентаципе усӑ курса вӗренме май пур. Шкулти библиотекăра та  чӑваш тӗррисем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесен выставкине йĕркеленĕ. Унта  Чӑваш енри паллӑ тӗрӗ ӑстисем ҫинчен те вуласа пӗлме пулать. 

 Курав пуриншӗн те усӑллӑ пулӗ, чуна тыткӑнлакан илемӗпе илӗртӗ.

Источник: Плеткина Н.И.