Сăваплă уяв умĕн

Сăваплă уяв умĕн

    Сăваплă уяв çывхарнă май пирĕн шкула отец Константин пырса кайрĕ. Эпир пачăшкана  шкулĕпех хапăл туса кĕтсе илтĕмĕр. Вал ачасене Кăшарни историйĕ пирки   каласа кăтартрĕ.

Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Кăшарни питĕ пысак уяв шутланать иккен. Шăпах, çак кун Иисус Христос тĕне кĕрсе хăйĕн çĕр çинчи сăваплă тивĕçне пурнăçлама пуçланă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кун шыва кĕрсе чунпа тасалаççĕ. «Кăшарни кунĕнчи шыв чир-чĕре сиплет, вăй-хăват хушать», –тесе палăртрĕ отец Константин. Вăл ачасене  тăрăшса  вĕренме тата ырă ĕçсем тума пиллерĕ . Пурне те Евангели  валеçсе пачĕ. Пурнăç йĕркисене çирĕп пăхăнса пурăнмалли пирки те каларĕ. Эпир ăна тав сăмахĕ каласа ăсатрăмăр.

Тĕл пулу пурне те хавхалантарчĕ. Пирĕн ачасенче- пуласлăх, çĕнĕ кун. Вĕсенчен  ырă та ĕçчен çынсем пуласса шанас килет. Çĕр çинчи пурнăçăмăр вара тата та илемлĕ пулĕ.

Источник: Плеткина Н.И.