Çамрăк журналистсен слёчӗ

Çамрăк  журналистсен слёчӗ

          Ака уăхӗн 24-мӗшӗнче çамрăк корреспондентсем  ир-ирех  «Хыпар» издательство çуртне васкарӗç. Кунта «Тантăш» хаçатпа тачă çыхăну тытакан ачасем пуçтарăнчӗç. Вӗсем мӗн пӗчӗкрен сăвă-калав, тӗрленчӗк çырма юратаканскерсем пулчӗç. Хаваслă слета кунта çулсеренех ирттереççӗ.Редакци ӗçченӗсем хăнасене ăшшăн кӗтсе илчӗç. Слет «Тантăш» хаçатăн гимнӗпе уçăлчӗ.  Уява 120 ача пуçтарăнчӗ.ЧР цифра аталанăвӗн министрӗ Михаил Степановпа  ЧР ачасен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен Алевтина Федорова тата Анатолий Данилов профессор уявра ачасене, редакци ӗçченӗсене Тав хучӗсемпе чысларӗç. Комсомольски  округӗнчи Нӗркеç шкулӗнче те «Тантăш» хаçат тусӗсем вӗренеççӗ. Чăваш чӗлхипе литература учителӗ  Н.И.Плеткина ертсе пынипе  унта Елизавета Быкова, Виктория Зуева тата Ангелина Воронова пулса хавхаланчӗç.Уяв пурне те савăнăç, хаваслă кăмăл парнелерӗ. «Тантăш» хаçат пулсан-эпир пуян, патвар, мăнаç  тата хастар», - тесе пӗтӗмлетрӗç юнкорсем. Ăсталăх класӗсенче те, флешмобра та  ачасем хастар хутшанчӗç. Эльвира Иванова радиожурналисткăна  интервью  пани те ачасен кăмăлне çĕклерĕ.Уяв пурне те килӗшрӗ.

«Чăваш чӗлхи пулсассăн çӗр пин сăмах та, çӗр пин юрă та, çӗр пинт тӗрӗ  те сыхланса юлма пултарать. Юнкорсем вара чăваш чӗлхине сыхласа хăварма пултараççӗ», -тесе  палăртрӗ директор-тӗп редактор Т.Г.Вашуркина. Çапла, хамăр чӗлхене юратса вӗренер, упрар, унпа кăмалтан калаçар тата хайлавсем шăрçалар.

Малашне те сăвă-калав, тĕрленчӗк калăплама, лартнă тӗллевсене пурнăçлама юнкорсем утăм хыççăн утăм, çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ, çӗнтерӳ хыççăн çӗнетерӳ тăвасса шанас килет.

Источник: Плеткина Н.И.