Нарãсан
21 – мĕшĕнче, Тãван чĕлхе кунне халаласа,
2 –мĕш класра «Тãван çĕр- шыв» темãпа класс тулашĕнчи урок иртрĕ. Урокãн
тĕллевĕ Тãван çĕршыва, тãван чĕлхене юратма хавхалантарасси, чĕлхе пуянлãхне туйма,пĕлÿлĕхе ÿстерме
пулãшасси пулчĕ.
Урок
чãваш халãх поэчĕ Петĕр Хусанкай çырнã
«Тãван çĕршыв» поэма сыпãкне итленинчен пуçланчĕ. Поэма сыпãкне Татьяна
Воронова пултаруллã вуларĕ. Тãван çĕршыв
çуралнã çуртран пуçланнине вěренекенсем поэма йĕркисемпе çирěплетрĕç.
Комсомольски муниципаллã округ 85 çул тултарни çинчен те калаçу пулчě.Вĕренекенсем
«Чãваш республики» ятлã кĕнеке ãсталарěç. Унта
республикãн ялавне, гербне çыпãçтарчěç, гимне çырса хучěç. Урокãн тепěр
тапхãрěнче тãван енěн паллã çыннисемпе паллашрĕç. Пěтĕмлетÿ тапхãрěнче чãваш
тĕрриллě кãкãр çине çакмалли хатěр ãсталарĕç.